Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗнӗ Эйпеҫри палӑка вырнаҫтарнӑ самант «Палӑка ишсе антарса ФАП ҫӗклеҫҫӗ» ятпа Чӑваш халӑх сайчӗ Елчӗк районӗнчи ҫӗнӗ эйпеҫсен пшӑрханӑвне пӗлтернӗччӗ. «Аслӑ Ҫӗнтерӳ умӗн республикӑра ветерансене, вӑрҫӑра вилнисене халалланӑ палӑка ишсе антарнӑ. Ун вырӑнне фельдшерпа акушер пункчӗ лартасшӑн», — тесе хыпарланӑччӗ ун чух. «Халӑх вырӑнти влаҫ хӑтланӑвне сивлесе РФ культура министрӗ патне ҫыру янӑ. Администраци вара ку йышӑнӑва халӑх тунине ҫирӗплетет. Ял палӑксӑр юлмассине калать. Ҫӗннине ҫӗнӗ вырӑнта тӑвӗҫ-мӗн», — ҫапларах пӗлтернӗччӗ ҫав хыпарта. Чӑн та, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ялта ҫӗнӗ стелла вырнаҫтарса лартнӑ. Вӑл Культура ҫурчӗ умӗнчи лаптӑка йышӑннӑ. Гранитпа мрамортан хатӗрленӗ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Чупайри агитбригада Уй-хире е фермӑна пырса агитбригадӑсем концерт кӑтартасси совет саманинчен пыракан йӑлах-ха. Пӗр вӑхӑтра ӑна пӑрахӑҫланӑччӗ. Юлашки ҫулсенче хӑш-пӗр тӑрӑхра ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратрӗҫ. Ӗҫҫи вӑхӑтӗнче юрӑ-ташӑпа вырӑнти артистсем пынине тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Хӑшӗсен шучӗпе кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илнишӗн ӗҫ чарӑнса лармӗ, теприсем вара, канӑҫсӑр чунлисем, чӑрмантарса ҫӳрени вырӑнне хурса вӗчӗрхенеҫҫӗ. Куславкка районӗнчи Карачра агитбригада ӗҫе тытӑннӑ та. Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ программӑпа Л. Краскова, Н. Краснова, З. Гурьева, Д. Тюркова тата Ю. Гаврилов «Вега» хуҫалӑхри рабочисем патӗнче пулнӑ. Ҫатрӑкри складра тырӑ эмеллекенскерсем вырӑнти юрӑҫсене кӑмӑлтанах йышӑннӑ, тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Вӑрман Енӗшри шӑматкунлӑх «Ҫурхи хӗвел шевлисене ӑшшӑн сапалать. Урамсене, ял хушшине тирпей-илем кӗртме вӑхӑт ӗнтӗ», — ҫапла лирикӑлла пуҫланӑ Канаш районӗнчи Чарпуҫ ял тӑрӑхӗ вырӑнта ирттернӗ экологи шӑматкунлӑхӗ пирки хыпарланине. Вӑрман Енӗш клубӗнче ӗҫлекенсем алла кӗрепле-кӗреҫе тытса юр айӗнчен тухнӑ ҫӳп-ҫапа пуҫтарма пикеннӗ. «Ушкӑнпа ӗҫ ӳсӗнет», — тенӗ ваттисем. Клуб умӗ самантрах ҫуталчӗ. Тасалӑх куҫа илӗртет, хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратать», — ҫунатланнӑн хыпарлаҫҫӗ вырӑнтисем. Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ял тӑрӑхӗнче те тирпей-илем кӳрессипе тимлеме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Асӑннӑ районат ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех санитарипе экологи шӑматкунлӑхӗ пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче физкультурӑпа спорт ӗҫне пуринчен лайӑх йӗркеленӗ. Кун пек пӗтӗмлетӳ патне иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкернӗ хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ. Спортпа физкультура енӗпе районта еплерех тӑрӑшнине тишкерме ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Кӳкеҫри «Улӑп» центра пуҫтарӑннӑ. Унта спорт ветеранӗсем, хальхи вӑхӑтра спортра хастаррисем, физкультура учителӗсем, тренер-преподавательсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пухӑннӑ. Янӑш ял тӑрӑхне физкультурӑпа спорт енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн, ку енӗпе районти смотр-конкурсра мала тухнӑшӑн спорт тумтирӗ туянма 10 пин тенкӗлӗх сертификат тыттарнӑ. Мероприятие республика шайӗнчи тӳре-шара та пырса ҫитнӗ: Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Александр Иванов, Конкурентлӑ политика тата тариф службин ертӳҫи Альбина Егорова, Ачасен правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов. Вӗсем пурте — хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнче чылай ҫул ӗҫленӗскерсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ялти «экономи»Сумлӑ сӑмах
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗршывра кризис хуҫаланать те пур ҫӗрте те «экономи» пырать. Мускава шапаша ҫӳрекенсенчен чылайӑшӗ каялла пушӑ кӗсьепе таврӑнма тытӑнчӗҫ. Бюджетниксен шалӑвне те «касни» пирки час-часах илтме тӳр килет. Хайхи кризис ял ҫыннине те пырса тиврӗ. Тен, сӗт хакӗ йӳнелни те ҫакӑнпах ҫыхӑннӑ? Анчах сӑмахӑм кун пирки мар-ха. Пур ялта та тенӗ пекех юпасем ҫинче ҫутӑ пур. Пирӗн кӳршӗ ялах илер. Пысӑках мар, пӗр урам ҫеҫ. Анчах чылай юпа ҫинче ҫутӑ пур. 5-е те ҫитнӗ пуль. Ку пӗчӗк ялшӑн нумай. Пирӗн ялта — 130 кил. Каҫсерен хӑш-пӗр урамра — тӗп-тӗттӗм, куҫа йӗппе чиксен те нимӗн те курӑнмасть. Урамсене ҫутӑпа тивӗҫтересси камӑн яваплӑхӗ? Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, (тен, йӑнӑшатӑп та) ҫакна муниципалитетӑн пурнӑҫламалла. Анчах ку енӗпе ӗҫленине хальлӗхе курман. Лампочкӑсем ҫунса каяҫҫӗ — никам та улӑштармасть. Хӑлхана ҫакнашкал хыпар кӗчӗ. Кӑҫал ял тӑрӑхӗн администрацийӗ урамсене ҫутӑпа тивӗҫтермешкӗн пӗлтӗрхи пек 150 пин тенкӗ мар, 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавна май перекетлеме тивӗ. Ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа юпа ҫинчи ҫутта 23 сехетчен ҫеҫ ӗҫлеттерӗҫ, кайран сӳнтерӗҫ. | ||
Ял пурнӑҫӗ
Ҫил арманӗ те, шыв арманӗ те ӗлӗк пулсан тӗлӗнтермӗш пулман-ха. Халӗ вара ун пеккисене кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупма хӗнтерех. Таҫта теплерен упранса юлнисем аваллӑх палӑкӗ пек ларсан кӑна. Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре вара аваллӑха таврӑнма шут тытнӑ. Унти пӗр алӑ ӑсти ҫил арманӗн копине туса лартнӑ. Р.Н. Шарыпкина вӑл тӑрӑхрисем пултаруллӑ платник тата столяр тесе хаклаҫҫӗ. Тӑватӑ метр ҫуллӗш ҫил арманне тракторпа тиесе пынӑ та ялти Культурӑпа кану паркне, ӑна вырӑнтисем Ҫамрӑксен паркӗ ят панӑ, вырнаҫтарнӑ. Ҫил арманне вырӑнти ӑстасем чултан ӑсталанӑ чечек клумби ҫине вырнаҫтарнӑ. Кивӗ Эйпеҫсем чи хӑтлӑ ялсене палӑртма республика шайӗнче ирттерекен кӑҫалхи конкурса хутшӑнма палӑртаҫҫӗ. Ҫил арманӗ те кунта хӑйӗн тӳпине кӳрессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнче пурӑнакансене вӑхӑтлӑх кӗперпе каҫарма тытӑннӑ. Ку вӑл ирӗксӗртен йышӑннӑ мел темелле. Асӑннӑ ял витӗр Мӑн Ҫавал юханшывӗ иртет. Ун урлӑ хывнӑ кӗпере тахҫанах юсама тытӑннӑ та ниепле те вӗҫне ҫитереймеҫҫӗ. Ку кӗпер вара Нурӑсра пурӑнакансемшӗн кӑна мар, ял витӗр Ҫӗмӗрлене, Йӗпреҫе, Канаша каякансемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Ҫурхи шыв-шур вӑхӑчӗ ҫывхарнӑ май районта йӗркеленӗ ятарлӑ комисси ейӳпе ҫыхӑннӑ объектсене пӑхса ҫаврӑннӑ чухне Нурӑсри кӗпере те хытах тишкернӗ. Шыв-шур самантӗнче вӑл чӑтаймассӑн туйӑннӑран ҫуран ҫӳрекенсем валли вӑхӑтлӑх кӗпер ӑсталама йышӑннӑ. Йывӑҫ кӗпере тимӗр шертесем ҫине тыттарнӑ. Унпа ҫынсем хӑюллӑнах каҫса ҫӳрейӗҫ. Ҫулла, тен, урапасем валли те ҫӗннине туса пӗтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри «Халӑхсен туслӑхӗ» парк Чӑваш Енри ялсем валли федераци хыснинчен кӑҫал 110,25 миллион тенкӗ килӗ. Ял территорисене ҫирӗппӗн аталантарма текен ятарлӑ программӑпа пӗтӗмпе ҫӗршыв хыснинчен 7,2 миллиард тенкӗ уйӑрмалла. Асӑннӑ хисепрен пӗр пайӗ пирӗн тӑрӑха та лекессине палӑртрӑмӑр ӗнтӗ. Мускавран регионсене каякан «кӗмӗле» ӑҫта мӗн чухлӗ ӑсатассине те палӑртса хунӑ. 3,7 миллиарчӗ ялта пурӑнакансен, ҫав шутра ҫамрӑк специалистсемпе ҫамрӑк ҫемьесене, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма кайӗ. Чӑваш Енре ҫак тӗллевпе 76,07 миллион уйӑрӗҫ. Федераци хыснинчен килекен тупра Каҫал тӑрӑхӗнчи Чӑваш Элпуҫ ялӗнче тума пуҫланӑ вӑтам шкула хӑпартма та чухах пулӗ — ун валли 12,04 миллион тенкӗ лекӗ. Фельдшерпа акушер пункчӗсене малашне те тумалла. Кӑҫал ун валли 3,04 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра «Халӑхсен туслӑхӗ» парка тума валли 0,68 миллион тенкӗ ӑсатмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Вӑрмар районӗнчи Текеш ялӗнче пурӑнакансем сӗт хакланнишӗн хавасланаҫҫӗ. Маларах унта ял халӑхӗнчен литрне 16 тенкӗпе туяннӑ, халӗ ку унчченхи эрнеринчен 1 тенкӗ пысӑкрах. Сӑмах май каласан, сӗт хакне нарӑсӑн 21-мӗшӗ хыҫҫӑн пухнишӗн те ҫӗнӗрен шутласа парса хаклӑрахпа тӳлӗҫ. Хӗрлӗҫыр тата Ҫӗнӗ Вӗренер ялӗсенче сӗт хакне нарӑсӑн 25-мӗшӗнчен хаклӑрахпа шутласа пама шантарнӑ. Сӗт хакӗ чи пысӑкки 2014 ҫӳлта пулнӑ теҫҫӗ вырӑнтиcем. Ун чухне литрне 24 тенкӗпе туяннӑ. Сӗте халӗ Текеш тӑрӑхӗнче Тӑвайӗнчи тата Канашри сӗт савучӗсем туянаҫҫӗ. Укҫана вӑхӑтра тӳленине пӗлтереҫҫӗ — кашни вунӑ кунта пӗрре татӑлаҫҫӗ. Сӗт пухма халӗ кун урлӑ килеҫҫӗ. Сӗт пуҫтаракан урапа Текеше ирхи тӑватӑ сехетех ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
Элӗк районӗнчи ҫамрӑксемпе нумаях пулмасть тӳре-шара тӗл пулнӑ. Районти тӗп вулавӑшра «ҫавра сӗтел» евӗр йӗркеленӗ курнӑҫӑва вырӑнти пуҫлӑхсем кӑна мар, республикӑрисем те: Михаил Резников вице-премьер, Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн ертӳҫи Наталья Тимофеева, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Николай Ванеркин тата Владимир Мидуков — хутшӑннӑ. Вӗренӳ, сывлӑх сыхлав, спорт, культура, ял хуҫалӑх, предпрнимательлӗх сферисенчен пухӑннӑ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ пуҫлӑхсем калаҫнине ҫӑвар карса итлесе ларнипех ҫырлахман, хӑйсене пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене те хускатнӑ. Уҫҫӑн калаҫнӑшӑн вӗсене тӳре-шара ырланӑ тесе ӗнентерет Элӗк район администрацийӗн пресс-служби. Михаил Резников вице-премьер ӗҫ вырӑнӗсенче ҫамрӑксен организацийӗсене йӗркелесен аван тесе палӑртнӑ. Ку вӑл ҫамрӑксен шухӑш-кӑмӑлне илтме пулӑшать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |